18 ноября 2015 г.
Мăйракаллă шултра выльăх ăшă та тирпейлĕ витесенче хĕл каçнине нимĕн те çитмест. Çак тĕллевпе хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх витисене çуллахи вăхăтра юсама тăрăшаççĕ. Анчах та пурте тирпейлеме вăй çитереççĕ-ши? Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ апат хатĕрлени те тĕп вырăнта. Хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллашас тесе ноябрĕн 6-12-мĕшĕсенче район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Миннетуллин ертсе пыракан комисси кооперативсемпе колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче пулнă.
- Районти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма çителĕклĕ апат хатĕрленĕ. Пурĕ 21238 тонна е пĕр выльăх пуçне 35,6 центнер апат единици янтăланă. "Асаново" ЯХПК-ра вара пĕр пуçа 64,1 центнер апат единици тивĕçет. Вĕсем - ку енĕпе чи маттуррисем. Ахальтен мар асăннă хуçалăхра кашни ĕнерен 8000-шер килограмм сĕт суса илеççĕ, - пĕлтерчĕ Илдус Хадзятович.
Ферма витисене тирпейлессипе те кăçал лайăх ĕçленĕ. Вите стенисене, маччисене шуратнă, урай хăмисене улăштарнă, пỹлĕмсене дезинфекциленĕ, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Комисси членĕсем ку енĕпе уйрăмах "Урожай" колхоз, "Рассвет", "Асаново" ЯХПК ĕçченĕсем маттур ĕçленине палăртрĕç. Çавăн пекех "Слава", "Труд", "Восток", "Луч", "Победа" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, "Дубовка" ООО-ра, "Золотой колос", Атласкин, Хайртдинов фермер хуçалăхĕсенче, "Искра" колхозра, "Сюрбеево" ОООра хĕле аван хатĕрленнĕ.
Сăмахран, "Искра" колхозра, Атласкин фермер хуçалăхĕнче ĕне пăруламалли уйрăмсене, "Победăра" 80 пуç пăру, "Луч" ЯХПК-ра 200 пуç ĕне тытмалли тата лаша витисене реконструкциленĕ.
"Золотой колос" фермер хуçалăхĕнче 200 пуç пăру усрамалли витене реконструкцилес ĕçе вĕçлемелле, Прокопьев фермер хуçалăхĕнче 100 пуç ĕне тăмалли витене хута ямалла.
- Лару-тăрупа паллашнă хыççăн хăш-пĕр хуçалăхсенчи витесем çав тери юхăнни пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, "Пайгасра" 1960-1970 çулсенче тунă ĕне витисене реконструкцилеме те май çук. "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнчи вите те авариллĕ лару-тăрура, "Сюрбеево" ООО-ра витесене юсаса çĕнетмелле. "Слава" ЯХПК-ра выльăх-чĕрлĕх тытмалли вырăн çителĕксĕр. "Алга", "Победа" ЯХПК-сенче пăру витисене руконструкцилемеллех, "Родина", Хайртдинов фермер хуçалăхĕсенче пăрусене тытма çĕнĕ витесем тумалла. Ĕç калăпăшĕ чăннипех те пысăк. Палăртнă ĕçсене çитес çул пурнăçлама тытăнасчĕ, - пĕтĕмлетрĕ Илдус Миннетуллин.
А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.
Источник: "Каçал Ен"