АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садĕнчи тỹлеве тĕрĕслесех тăрĕç

18 ноября 2015 г.

 Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ашшĕ-амăшĕ ача сачĕшĕн тỹлекен укçа-тенкĕн чи пысăк виçине палăртнă. Халĕ кĕске вăхăтлăх (3-5 сехет) çỹрекен ачасемшĕн кунне 54 тенкĕ тỹлемелле пулĕ, кунĕпех (8-10 сехет) çỹрекенсемшĕн - 93 тенкĕ, тулли вăхăта (12 сехет) çỹрекенсемшĕн 115 тенкĕ, талăкĕпех садикри ачашăн 120 тенкĕ хывмалла. Нормативлă документа ашшĕ-амăшĕн интересĕсене хỹтĕлес, муниципаллă тата патшалăх ача сачĕсенче сăлтавсăрах тỹлев хакне ỹстерессине чакарас тĕллевпе йышăннă.

- Ашшĕ-амăшĕн тỹлевĕн чи пысăк виçине çирĕплетни тĕрĕслеве вăйлатма тата муниципаллă районсемпе хула округĕсен ертỹçисен ача сачĕшĕн тỹлекен хака сăлтавсăр хăпартнă тĕслĕхсемшĕн яваплăхне ỹстерĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - ашшĕ-амăшĕсем сăлтавсăр ỹстернĕ тỹлевпе тĕл пулманни, - тенĕ Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов.

Аса илтеретпĕр, ашшĕ-амăшĕ тỹлекен укçа-тенке ачасене апатлантарма, хуçалăхри, йăлари япаласем туянма тата гигиенăпа кун режимне тивĕçтересси çине тăкаклаççĕ.

Учредитель тỹлев хакне пĕчĕкрех лартма пултараять, паллах, анчах та республика правительстви çирĕплетнинчен вара ỹстерме юрамасть.

Паянхи куна, министерство мониторингĕпе килĕшỹллĕн, кунĕпех çỹрекенсемшĕн тỹлев 70-100 тенкĕпе танлашать, кĕске вăхăта çỹрекенсемшĕн 55-90 тенкĕ тỹлеççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика