18 ноября 2015 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетнĕ. Патшалăх ертỹçин хушăвĕпе килĕшỹллĕн унта çĕршыв субъекчĕсен 20 ертỹçине кĕртнĕ.
Палăртни вырăнлă: комисси йышĕнче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен икĕ лидерĕ кăна. Михаил Игнатьевсăр пуçне консультаци органĕнче пирĕн округран тата Тутарстан Республикин президенчĕ Рустам Минниханов ĕçлет.
Çакна та каламалла: РФ Патшалăх Канашĕн консультаци комиссине ПК членĕсене, президиумне ĕç планне кĕртнĕ ыйтусемпе консультаци енĕпе пулăшма йĕркеленĕ. Унăн йышне камсене кĕртессине Раççей Президенчĕ хăй татса парать.
Источник: "Каçал Ен"