АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем конкурссенче хастар

14 ноября 2015 г.

Сентябрьпе октябрь уйăхĕсенче шкулчченхи тата шкул ачисем хушшинче Пĕтĕм тĕнчери чĕрчунсен кунне халалласа "Наши верные друзья" конкурсăн районтипе республикăри тапхăрĕсем иртрĕç. Районти тапхăра ачасене хушма вĕренỹ паракан центрĕ йĕркелерĕ. Республикăри тапхăра вара шкул хыççăнхи ĕçсен "Эткер" центр ирттерчĕ. Асăннă конкурсра 3 номинаци - "Я и мой домашний любимец" литература, "Братья наши меньшие" ỹнер тата "Наши верные друзья" - пулнă.

Çак кунсенче конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Районти тапхăрта ачасен 264 ĕçне пăхса тухнă. Ача сачĕсене çỹрекенсем, Комсомольски 1-мĕшпе 2-мĕш, Тукай Мишер, Урмаел, Çĕнĕ Мăрат вăтам, Анат Тимĕрчкасси, Хырхĕрри, Хирти Явăш, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕсенче пĕлỹ пухакан ачасем активлăн хутшăнчĕç. Чи лайăх 27 ĕçе вара республикăри тапхăра хутшăнма суйласа илтĕмĕр. Уйрăмах ачасем литература пултарулăхĕнче палăрнă. Акă, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 2-мĕш класра вĕренекен Данияр Зиятдинов 1-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çак шкултах вĕренекен Джамиль Каримуллин, "Пучах" ача садне çỹрекен Маша Мамуткина 3-мĕш вырăнсене йышăннă, "Пилеш" ача сачĕн воспитанникĕ Арсений Хораськин тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Виктория Хораськина республикăри конкурсăн лауреачĕсем пулса тăнă. Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумĕнчи ача садне çỹрекен Айгине Ямалтдинова 3-мĕш вырăна тухнă.

Конкурса хутшăннисене кашнинех сертификатсемпе, çĕнтерỹçисене дипломсемпе тата парнесемпе чысланă.

М.САЛАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика