АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конференци иртрĕ

24 октября 2015 г.

Кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче вăрçă, ĕç, Хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн ветеранĕсен (пенсионерĕсен) 9-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.

Конференцие 56 делегат тата чĕннĕ хăнасем хутшăнчĕç. Ю.С.Тимофеев председатель ветерансен районти Совечĕн 2010-2015 çулсенчи ĕçĕпе паллаштарса отчетлă доклад турĕ. Унăн докладне сỹтсе явса И.А.Никитина, В.И. Пундяков, А.И.Турханов, К.В.Жестянкина, Н.М.Тимофеева, Ю.В.Боровков, А.В.Краснов тухса калаçрĕç. Р.П.Моисеев тата Т.Г.Краснова ветерансен районти Совечĕн хисеплĕ членĕсем пулма тивĕçрĕç. Ю.С.Тимофеева ветерансен районти Совечĕн ертỹçине тепĕр срока суйларĕç. Вăл тивĕçлисене Чăваш Республикин ветеранĕсен совечĕн президиумĕн грамотисене парса чысларĕ. Конференцие районти администраци пуçлăхĕн çумĕ А.В.Краснов, Комсомольски ял тăрăхĕн ертỹçи Ю.Н.Митюков хутшăнчĕç. А.В.Краснов Т.Г.Красновăна юбилей ячĕпе РФ Президенчĕн В.Путинăн салам открыткисене парса чысларĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика