АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ сăн ỹкерчĕксем

21 октября 2015 г.

Октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери чĕрчунсене упрамалли кун. Çак ятпа Раççейре те, ытти çĕршывсенче те тĕрлĕ мероприятисем, акцисем йĕркелеççĕ.

Эпир те çак уявран айккинче юлмарăмăр. Пултарулăх конкурсне вара кашни çулах Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви ирттерет. Ача садĕнче те "Наши верные друзья" конкурс йĕркелерĕмĕр. Унта тĕрлĕ ушкăна çỹрекенсем хутшăнчĕç. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хастар пулчĕç . Вĕсем килти чĕрчунсемпе пĕрле ỹкерĕннĕ сăн ỹкерчĕксене илсе килчĕç. Темĕн тĕрли те пур: кам лашапа, тепри автанпа, чăхпа, кушакпа, йытăпа, сурăхпа ỹкерттернĕ. Ачасен сăн ỹкерчĕкĕсене жюри чле-нĕсем пысăка хурса хакласса шанатпăр. "Колосок" ача садне çỹрекен ачасем тĕрлĕ конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ, çитĕнĕвĕсем те пур.

Н.ДОЛГОВА, воспитатель.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика