АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака-суха ăнăçлăхĕ техникăна епле упранинчен те килет

21 октября 2015 г.

 Октябрĕн 16-мĕшĕнче Комсомольскинчи "Çĕрулмие мухтав" агрофирмăра агропромышленноç комплексĕн инженерипе техника ĕçченĕсен йăлана кĕнĕ семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унăн тĕп теми ял хуçалăх машинисене хĕллехи управа лартасси пулнă май, республикăри кашни район администрацийĕн представителĕсем, ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем, ял хуçалăх вĕрентỹ заведенийĕсен студенчĕсемпе преподавателĕсем, тĕрлĕ техника сутакансем килме кăмăл тунă. Семинара Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Ростехнадзор инспекци начальникĕ - патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин хутшăнчĕç.

Асăннă семинар "Çĕрулмие мухтав" агрофирма ял хуçалăх техникине еплерех упранипе тата çĕрулми хранилищисемпе паллашнинчен пуçланчĕ. Кунта вара ăмсанмалли самаях. Тĕрлĕ-тĕрлĕ техника - культиваторсем, сажалкăсем, тракторсем - вĕр çĕнĕ пекех йăлтăртатса лараççĕ. Хуçалăхăн инженерипе техника ĕçченĕсем хуçалăх машинисене хĕллехи управа лартассипе питĕ пысăк ĕç туни тата ГОСТ правилисене пăхăнса ĕçлени куçкĕрет.

- Кăçалхи çул çĕр ĕçченĕсемшĕн питĕ лайăх пулчĕ теме те юрать. Туслăн, пурте пĕрле ĕçлени уй-хиртен тухăçа вăхăтра пуçтарса кĕртме май пачĕ, - терĕ агрофирмăн тĕп инженерĕ Александр Павлов.

Семинарăн пленарлă пайне Сергей Артамонов министр уçрĕ. Вăл Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн 2015 çулхи аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем тата актуаллă проблемисем çинче чарăнса тăчĕ. Республикăри ял хуçалăх ĕçĕсен кăçалхи кăтартусемпе вара министрăн çумĕ Николай Якимов паллаштарчĕ. Николай Петрович республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса пĕтернине пĕлтерчĕ. Малтанхи кăтартусем тăрăх, пурĕ 571,4 тонна тĕш тырă çапса илнĕ. Икĕ районта 40 пин тонна ытла тырă пухса кĕртнĕ. Вĕсем - Елчĕк (46,9 пин тонна), Çĕрпỹ (44,1 пин тонна) районĕсем. Республикипе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тухăçĕ вăтамран 20,6 центнерпа танлашнă. Чи пысăк тухăçа Шупашкар (22,9 центнер), Елчĕк (22,7 центнер), Вăрнар тата Етĕрне (22,5 центнер) районĕсенче илейнĕ. Çавăн пекех министр çумĕ республикăри предприятисемпе организацисем 558,6 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннине пĕлтернĕ.

Ытти районсемпе хуласенчен пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин Комсомольски районĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, организаци-предприятисемпе, демографи лару-тăрăвĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Ростехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев вара хăй тăрăшакан службăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем çинче чарăнса тăчĕ, ял хуçалăх техникине упрамалли йĕркене çĕнĕрен аса илтерчĕ. Çавăн пекех агропромышленноç комплексĕнче усă куракан тĕрлĕ машина-оборудованипе çын пурнăçĕшĕн хăрушлăхсăр усă курасси ăна техосмотр ирттернинчен те килнине пĕлтерчĕ. Ростехнадзорăн районти тата хулари инспекцийĕсен кăтартăвĕсемпе, кăçал техосмотр витĕр техникăн 3711 единицине кăларнă, ку регистрациленин 65 проценчĕ çеç. Владимир Димитриев республикăри нумай хуçалăхра механизаторсем çитменнине палăртнă. Патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ инженерипе техника ĕçченĕсене хĕллехи вăхăтра вĕренсе квалификацие ỹстерме чĕнсе каларĕ.

Çавăн пекех пуçтарăннисем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче тата ял хуçалăх техникумĕсенче пĕлỹ пухакан студентсене - пулас агрономсемпе инженерсене - хавхалансах итлерĕç. Тухса калаçнă кашни студент вĕренсе пĕтернĕ хыççăн çĕр ĕçнех кỹлĕнме шантарчĕ.

Районти АПКсенче техникăн 1149 единицине регистрациленĕ. Вĕсенче 70-шĕ тыр-пул, 19-шĕ выльăх апачĕ пуçтаракан комбайнсем, 860 яхăн трактор.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика