21 октября 2015 г.
Ял çынни хĕвелпе пĕрле вăранса ĕçе пикенет. Фермăра тăрăшакансене вара уйрăмах палăртса хăварас килет. Вĕсем хĕвел пайăркисем чỹречерен шаккасса кĕтмеççĕ. Тул çутăличченех килти хуçалăхри ирхи ĕçсене вĕçлесе фермăна васкаççĕ. Ĕçе парăнса, хăйсем пăхакан выльăхсене юратса вăй хуни вара пысăк кăтартусемпе савăнтарать.
2015 çулăн январь - сентябрь уйăхĕсенче Комсомольски районĕпе пĕтĕм категорири хуçалăхсенче 2020 тонна аш-какай, 23733 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан какай туса илесси 109 процентпа, сĕт сăвасси 105 процентпа танлашнă. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче сĕт суса илессипе пĕтĕмĕшле кăтарту - 8117 тонна. Кашни ĕнерен илнĕ вăтам сăвăм 3931 кг, çак пĕлтĕрхи тапхăртинчен 124 кг пысăкрах.
Комсомольски районĕпе пĕтĕм категорири хуçалăхсенче кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14245 пуç мăйракаллă шултра выльăх шута илнĕ. Вĕсенчен ял хуçалăх предприятийĕсенче - 5957 пуç. Пĕтĕм категорири хуçалăхсенчи ĕнесен шучĕ 5643, сыснасен - 2579. Пурĕ 7488 пуç сурăхпа качака тытаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕнесен йышĕ - 1982 пуç, сыснасен - 845-шер пуç, сурăхсемпе качакасен - 108 пуç. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 557-шер грамм ỹт хушаççĕ, сыснасем - 307-шер грамм.
2015 çулта 9 уйăхри чи пысăк вăтам сăвăм "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнче - 6097 кг, "Рассветра" - 5260 кг, "Искрăра" - 5119 кг. Кăтартусем çак хуçалăхсенче тăрăшуллă ĕçченсем вăй хунине палăртаççĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"