АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Доярка ĕçне чун туртăмĕпе суйланă

21 октября 2015 г.

Хальхи вăхăтра шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем хулана талпăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те хăйĕн пепкине ялта нушалантарса пурăнтарасшăн мар. Паллах, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çуркуннерен пуçласа юр лариччен вĕсем хĕвелтен маларах тăрса каçхи уйăх çутипе ĕçрен пушанаççĕ. Хула çыннисем тăватă кĕтеслĕ хваттерте çеç хуçаланаççĕ пулсан, ял çыннин вара кил-çуртра та, картишĕнче те, пахчара та, уй-хирте те вăхăтра ĕçлесе ĕлкĕрмелле. Канмалли кунсем тума вăхăт çук. Ял ĕçченĕ тава, сумлă ята тивĕç. Вăл ĕçпе пиçĕхнĕ."Шкулта лайăх вĕренменнисем çеç ялта пурăнма юлаççĕ, доярка ĕçне суйласа илеççĕ", - тесе тăван яла хаклама пĕлмен, уй-хирти тата ферма ĕçĕсенче тислĕксĕр пуçне нимĕн те курман çын çеç калама пултарать. Фермăра ĕçлеме çăмăл мар. Кунта ăнсăртран килсе лекнĕ çын нумай вăхăт хушши тытăнса тăраймасть. Суйласа илнĕ ĕçе юратмалла, йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтермелле. Дояркăра ĕçлеме вара чун туртăмĕ кирлĕ. Выльăх-чĕрлĕх хăйне пăхаканăн кăмăл-туйăмне лайăх туять, ют çын çывăха пырсан канăçсăрланать. Вĕсем пĕтĕмпех ăнланаççĕ каласа çеç параймаççĕ.

Асанкасси сĕт-çу ферминче шăпах ĕçе чун туртăмĕпе суйласа илнĕ дояркăсем ĕçлеççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăмăртса тăрăшни ĕç тухăçлăхне ỹстерет. Людмила Чижикова - чи пултаруллă дояркăсенчен пĕри. Вăл 1963 çулта ноябрĕн пĕрремĕшĕнче Асанкасси ялĕнче çуралнă. Фермăра 1986 çултанпа тăрăшать. Кăçалхи тăхăр уйăхри пĕтĕмлетỹпе вăл 6545 килограмм сĕт суса ĕçтешĕсем хушшинче мала тухнă. Çакă Людмила юратса суйласа илнĕ доярка профессине чунпа парăннине, ăсталăхне тăтăшах ỹстерсе пынине çирĕплетет. Паллах, выльăх-чĕрлĕхпе ĕçленĕ çĕрте ĕç йĕркине çирĕп пăхăннисĕр пуçне çынлăх факторĕ те витĕмлĕ сăлтав пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ ăшă кăмăллă, тимлĕ, ĕçчен те пултарăллă хĕрарăм тивĕçлипех ĕçри пысăк кăтартусемпе мухтанма пултарать.

С.ЕФИМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика