21 октября 2015 г.
Кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăлçи тата Урал федераллă округĕсен яваплă çыннисен çумĕсемпе "Регион аталанăвĕпе ертсе пырасси: экономика политикин чи кирлĕ ыйтăвĕсем" темăпа вĕрентỹ семинарĕ ирттернĕ. Вăл Мускаври РФ Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕнче уçăлнă.
Хăйĕн сăмахĕнче Михаил Бабич патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçĕ-хĕлĕн тĕп аспекчĕсем çинче чарăнса тăнă. Ресурссем çителĕксĕр пулсан та импорта улăштармалли программăсене пурнăçланин, хамăрăн таварсен конкурентлăхне ỹстернин пысăк пĕлте-рĕшне палăртнă. Халăх умĕнчи социаллă задачăсене пурнăçламалла. Çавна май регионсен влаçĕсен бюджетăн тупăш пайне тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле. Ку енĕпе инвестици климатне лайăхлатни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Лайăх тĕслĕхсен шутĕнче полпред Тутарстанпа Ульяновск облаçне асăннă. Вĕсем - РФ субьекчĕсенчи инвестици климачĕн Наци рейтингĕн лидерĕсем. Стратеги тĕпчевĕсен агентстви хатĕрленĕ рейтингра Чăваш Республики тăххăрмĕш позицире, çавна май Михаил Бабич Чăваш Енĕн инвестицисемпе çыхăннă ĕçне те пысăка хурса хакланă.
Вăл палăртнă тăрăх - инвестици инструменчĕсемпе уйрăм экономика тата промышленноç зонисем, кластерсем, технопарксем тата ытти те тухăçлă усă куракан, çĕнĕ инвесторсем шыракан, бизнес тытса пымалли хăтлă условисем йĕркелекен регионсенчи инвестици ỹсĕмĕн кăтартăвĕсем те курăмлă. Çапла тумашкăн, иккĕленмест Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ, çине тăрса ĕçлес кăмăл кирлĕ.
Источник: "Каçал Ен"