17 октября 2015 г.
Чăвашсен паллă писателĕ Куçма Турхан (Кузьма Сергеевич Сергеев) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Литературăра вăл "Атакăра", "Пулеметчик Иван Смирнов", "Йăмраллă ял", "Кĕтне хĕрринче" тата ытти произведенисемпе палăрнă. Уйрăмах писатель еткерĕнчен вулакансене "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман хаклă. Çирĕм çула яхăн ĕçленĕ çыравçă çак романпа. Чăвашсен ХVI ĕмĕрти пурнăçне, йăли-йĕркине, терчĕ-савăнăçне, шухăш-ĕмĕтне сăнарланă, вулакана яланлăхах асра юлакан сăнарсемпе паллаштарнă, мăн-мăн асаттесемпе вырăссем тата ытти халăх хушшинчи хутшăнусемпе çыхăнусем мĕнле аталанса пынине ĕненмелле кăтартса панă. Кĕнекене вырăсла Аристарх Дмитриев куçарнă.
Чăваш наци конгресĕн вĕренỹпе ăслăлăх комитечĕ, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенсен секцийĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ фонд Куçма Турхан пултарулăхĕпе ăсталăхне сума суса "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман тăрăх викторина ирттереççĕ.
Ыйтăвĕсем:
1. "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романра Тау ягы - пысăк çĕршыв çинчен калани тĕл пулать. Ун чухне мĕнле çĕршыва çапла каланă? Камсем, мĕнле халăх пурăннă унта?
2. Кĕнекере 230 яхăн персонаж. Вĕсенчен çурри ытла - историре паллă ят хăварнă çынсем. Çав йышри çынсенчен 2-шĕ çинчен кĕскен, анчах тĕплĕн çырса парăр.
3. ХVI ĕмĕрти чăваш хресченĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тата йывăр шăпине кăтартма çыравçă тĕп вырăна Иштерекпе Пинеç инке кил-йышне лартнă, Ахтупайпа савнă хĕрне Эрнепие илнĕ. Пĕр-пĕрне юратакан çамрăксем мĕнле сăлтава пула малтан пĕрлешеймеççĕ? Качча кайнăскер, Эрнепи кайран мĕнле майпа Ахтупай патне вăрманти çĕр пỹрте тарса пырать? Эрнепие камсем вăрласа каяççĕ? Вăл тыткăнра ывăл ача çуратать. Çав ачан шăпи мĕнле килсе тухать? Ахтупай арăмĕпе нумай çул иртсен мĕнле лару-тăрура тĕл пулать? Тыткăнра çуралнă ывăлне Ахтупайпа Эрнепи тупаççĕ-и?
4. Романра чăвашран тухнă çĕрме пуяна та чи аслă тỹре сăнарне витĕмлĕ калăпланă. Автор ун пирки "...чăваш княçĕ, тури чăвашсен мĕн пур мăрсисем ăна пăхăнса тăраççĕ" тет. Çыравçă кам çинчен сăмах хускатнă? Çав сăнарăн несĕлĕ мĕнле майпа çĕрме пуяна тухма пултарнă?
5. Хусан (Казань) хулин ячĕ мĕнле пулса кайнине хуран (казан) сăмахпа çыхăнтараççĕ. Кивĕ Хусан хуран евĕр путăкра (лакăмра) никĕсленнĕ-мĕн. Чăваш историкĕсем вара хула ятне чăн-чăн çынпа, историре пулнăскерпе çыхăнтараççĕ. Кам вăл?
6. Хусан ханлăхне кам никĕсленĕ? Çакă хăçан пулнă?
7. IV Иван Элпỹ хулана килнĕ чух Хусан ханĕн арăмĕ Сююнпике (Сююмпике) турул (башня) çинчен сикет те хур кайăк пулса вĕçсе каять текен халап пур. Кам вăл Сююнпике? Хусана илнĕ чухне хулара пулнă-и вăл?
8. Сююнпикесĕр пуçне тата тепĕр паллă Хусан хатунĕ (хан арăмĕ) пулнă. Кам вăл?
9. Хусан хулин юлашки ханĕ кам пулнă?
10. "Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман ячĕн пĕлтерĕшне уçса парăр.
Викторина хуравĕсене чỹк (ноябрь) уйăхĕн 30-мĕшĕччен çак электрон адреспа ярса памалла: tantas@list.ru е çак адреспа: 428019, Чăваш Республики, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13, "Хыпар" издательство çурчĕ, 6 хут, "Тантăш" хаçатпа "Самант" журнал.
Хурав вĕçĕнче хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, миçе çултине, ăçта вĕреннине е ĕçленине туллин çырмалла, кил адресне чăвашла тата вырăсла, кĕсье телефон номерне çырма ан манăр. Тĕрĕс те туллин хуравланисене "Тантăш" хаçатпа "Самант" журналта пичетлеççĕ, Хисеп хучĕ тата парнесем парса чыслаççĕ.
Куçма Турхан çырнă "Сĕве Атăла юхса кĕрет" романпа тата çыравçăн ытти хайлавĕсемпе районти тĕп библиотекăра паллашма пулать. Унăн юбилейне халалласа "Ăста çыравçă" кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.
Пурне те кĕтетпĕр!
Источник: "Каçал Ен"