17 октября 2015 г.
Паянхи кун та çĕршывра асăрхавсăр, çапкаланчăк çул çитмен ачасем пур. Çак пулăма татса парассине халăха явăçтарас тĕллевпе çул çитменнисен ĕçĕсемпе вĕсен прависене хỹтĕлекен патшалăх комиссийĕ "Лучший общественный воспитатель 2015 года" республикăри конкурсăн положенине çирĕплетнĕ.
Асăннă конкурсăн тĕп тĕллевĕ - общество ĕçĕсене çĕнĕлĕхсем кỹрсе, пуçаруллă пулса пурнăçлакан обществăлла воспитательсене тупса вĕсене пулăшасси, статусĕпе авторитетне ỹстересси, асăрхавсăрлăхпа çул çитмен ачасем саккуна пăснисене асăрхаттарас ĕçре эффективлă социаллă политикăна пурнăçласси.
Конкурса икĕ тапхăрпа ирттерĕç: 1-мĕшĕ - муниципаллă, 2-мĕшĕ - республикăри.
Муниципаллă тапхăршăн çул çитмен ачасен ĕçĕсен тата вĕсен прависене хỹтĕлекен комисси яваплă пулĕ.
Конкурсра "Лучший общественный воспитатель 2015 года" конкурс çĕнтерỹçине палăртĕç. Унсăр пуçне "Сердце отдаю детям", "Гражданская позиция", "Путь к успеху", "Чистота души", "Защитник детства", "Доброту - детям", "С оптимизмом в будущее" номинацисем те пулĕç.
Источник: "Каçал Ен"