АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çырав чăнлăхĕ" - эфирта

17 октября 2015 г.

Октябрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри 2016 çулхи ял хуçалăх çыравне халалланă викторина пуçланнă. Çитес çырав тата ял хуçалăх статистики пирки пĕлỹсене кăтартма Раççейре пурăнакан 18 тултарнă çамрăксем пултараççĕ. Унсăр пуçне вĕсене укçан та хавхалантарĕç. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес кăмăл тунисен маларах www.vshp2016.ru сайтра регистрациленмелле. 2015 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчен ноябрьчченех кашни юнкун 10 сехетре "Викторина" уйрăмра виçĕ ыйтуран кая мар пулĕ. Вĕсене юнкунах "Радио России" радиопа "Переписные истины" эфирта 18:25 сехетре илтме май пулать.

Ыйтусем çине хуравлама вара регистрациленнисен асăннă сайтра ятарлă форма тултармалла, унта хуравсăр пуçне хăвăр ятăра, электрон почта адресне, ăçта пурăннине кăтартмалла.

Хуравсене викторина ыйтăвĕсене пичетленĕ хыççăн тепĕр 4 кун йышăнĕç. Кашни ыйтăвăн çĕнтерỹçи хурава чи малтан тата туллин хуравласа яни пулĕ.

Интереслентерекен информацие тĕплĕнрех www.vshp2016.ru сайтра "Викторина" уйрăмра тата социаллă сетьсенчи 2016 çулхи Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕн пресс-центрĕн страницисенче шыраса тупма пулать.

ЧĂВАШСТАТ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика