17 октября 2015 г.
Ыран Раççейре çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Çавăнпа манăн асăннă ĕç-хĕл тавра сăмах хускатас килет. Кирек хăш отрасльте тăрăшакансенни пекех, вĕсен ĕçĕ çăмăл йышшисенчен мар. Юр-çумăр çăвать-и, витĕр касса çил вĕрет е çатма çинчи пек хĕвел хĕртет - хăйсен тивĕçне пурнăçламалла, çĕнĕ çул сармалла, пуррине юсамалла е пăхса тăмалла, юртан тасатмалла.
Пирĕн республикăра та, районта та автоçулсем çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Федераллă е республика, муниципаллă пĕлтерĕшлĕ-и вăл е ялсене пĕр-пĕринпе çыхăнтараканни - вĕсене тивĕçлипе пăхса тăрас тесе тимлеççĕ. Паллах, паянхи куна район территорийĕнче ванса пĕтнĕ, лакăм-тĕкĕмлĕ çулсем те пур. Унта машинăсем те лăсканаççĕ, халăх кăмăлĕ те пăсăлать. Çапах район администрацийĕ çак енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе çитес çулсенче лару-тăрăва лайăх еннелле çавăрасса шанас килет.
Юлашки çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенчи çулсене хăтлăлас тесе те тăрăшаççĕ. Акă, кăçал та Комсомольски ялĕнчи чылай картишне асфальт сарса тикĕслерĕç, автомашинăсем лартмалли вырăнсем турĕç. Çакă вырăнта пурăнакансемшĕн те, килен-каян хăнасемшĕн те меллĕ пулни каламасăрах паллă.
Мĕн чухлĕ асăрхатпăр-сăнатпăр, пур япалана упрама пĕлменни чылай çĕрте куç тĕлне пулать. Çĕнĕ асфальтах хĕл каçса çуркуннехи шыв-шур çитсен ванма-тĕпренме пуçлать. Кунта сăлтавĕ тĕрлĕрен пуль, тĕслĕхрен, пахалăхлă сарманни. Çапах çулсене тивĕçлипе пăхса тăманни те çакăн патнех илсе пырать. Аса илĕр-ха, çуркунне юр ирĕлсе асфальт çул урлă шăнкăртатса юхать е унта кỹлленчĕк пулса выртать - çакăнпа кĕрешес тесе никам та йăшăлт та хускалмасть. "Тумлам чула шăтарать", - тенĕ ваттисем, кунта вара - шыв юххи. Тĕрлĕ территорири çулсене пăхса тăрассишĕн районта тĕрлĕ организацисем яваплă, вĕсене ял поселенийĕсем куншăн тỹлеççĕ. Апла пулсан чи малтан çак организацисен хĕлле юра вăхăтра хырмалла, çурхи çулсене тĕрĕслесе тухмалла, мерăсем йышăнмалла. Вĕсене шанса граждансен те айккинче тăмалла мар. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем йĕркеленипе е хăйсем тĕллĕн кỹршĕсемпе пуçтарăнса тухса шыва çул кăтартса ярсан асфальт та ванмасть, эсир те ырă ĕçе хутшăнатăр. Тĕрĕс-тĕкел çул-йĕр хамăршăнах-çке.
Любовь ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"