АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланхи комиссисене суйларĕç

17 октября 2015 г.

   Октябрĕн 15-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов хутшăнчĕç. Вĕсем сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйланнă депутатсене удостоверенисем пачĕç.

   Ку улттăмĕш созыври депутатсен иккĕмĕш ларăвĕ çеç пулнипе, йĕркелỹ саманчĕсем пысăк вырăн йышăнчĕç. Пирваях яланхи комиссисен йышне палăртрĕç, унтан - вĕсен председателĕсене те. Акă, бюджетпа финанс, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен комиссине Е.А.Тихонов ертсе пырĕ. В.В.Семеновăна вара ĕçтешĕсем социаллă пурнăç тата культура комиссийĕн ертỹçине суйларĕç. Аграри, экологи ыйтăвĕсене татса пама район çыннисене В.Н.Гаврилов пулăшĕ. Вырăнти самоуправленипе депутатсен этикин ыйтăвĕсемпе малашне ĕçлеме Г.Ф.Волкова шанчĕç.

    Ун хыççăн ларура район депутачĕсен Пухăвĕнче маларах тунă йышăнусене улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç. Улшăнусем бюджет шайлаштарăвне, районăн çул-йĕр фондне йĕркелессине, муниципаллă пурлăха приватизацилес йĕркене тата ял поселенийĕсен пурлăхĕн реестрне тăвас полномочисене Комсомольски район администрацийĕ çине куçарассине пырса тиврĕç.

                                                                                                                                                                                                                                    Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика