АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулленхи ыйтусене пĕрле сỹтсе явнă

17 октября 2015 г.

 Октябрĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта Тĕп редакторсен кунĕ иртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем унта тĕрлĕ службăсен специалисчĕсемпе куллен тĕл пулакан ыйтусене сỹтсе яврĕç, Воронежри медиафорума хутшăннă ĕçтешсем отрасльти çĕнĕлĕхсем çинчен каласа панине кăсăкланса итлерĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Республика ертỹçи халăх патне тĕрĕс хыпар илсе çитерес ĕçре журналистсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. "Паян çынсем хаçатсенче ял, район, хула пурнăçĕ пирки ытларах вуласа пĕлесшĕн", - терĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов МИХсем паянхи пурнăç таппинче мĕнле вырăн йышăнса тăни пирки чарăнса тăчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарчĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика