14 октября 2015 г.
Районта талантлă яш-кĕрĕм питĕ нумай. Чылайăшĕ юрлама, ташлама кăмăллать, теприсем вĕренỹре маттур. Пултаруллисем республика, Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнса пĕрре кăна мар çĕнтерỹçĕсен йышне кĕме пултарнă.
Сăмахăм Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра пĕлỹ пухакан Александра Чернова пирки пырать. Вăл, вĕренỹре "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне, ачасен искусство шкулĕнчи "Островок" ташă ушкăнĕн хастарĕ те. Куракансене вĕсем вун-вун ташăпа савăнтараççĕ. Çак ташă ушкăнĕсĕр районти пĕр мероприяти те иртмест тесессĕн те тĕрĕс.
- Хĕрĕм мĕн пĕчĕкрен ташлама кăмăллатчĕ. Килте кĕвĕпе тĕрлĕ хусканусем тăватчĕ. Пуçласа партта хушшине ларсассăнах, районти искусство шкулĕн хореографи уйрăмне çỹреме тытăнтăмăр. Татьяна Ивановна педагог хăйĕн хỹттине илчĕ, ăсталăха вĕрентме тытăнчĕ. Юлташĕсемпе тỹрех пĕр чĕлхе тупрĕ. Малтанах репетицисенчен ывăнса килетчĕ пулин те, тепĕр кунхине хавхаланупах тухса утатчĕ. Хĕрĕм пуçласа сцена çине тухни те асрах. Халĕ вара уншăн сцена тăван кĕтес пекех, - сăмахлать амăшĕ Марина Геннадьевна.
Кулленех репитицисене çỹрекен, час-часах тĕрлĕ конкурссене хутшăнакан ташăçă палăртнине яланах вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Александрăшăн пĕрремĕш вырăнта - вĕренỹ. Вăл тарăн пĕлỹ илес тĕллевпе шкула утать, тавракурăмне анлăлатма уроксем хыççăн библиотекăна çỹрет. Кĕнекесене алла илни, тăтăшах тĕрлĕ енлĕ аталанни хĕрачана олимпиадăсенче мала тухма май параççĕ. Вĕренекен ют чĕлхе, математика, вырăс чĕлхи, географи предмечĕсемпе олимпиадăсене хутшăнать. Çитĕнĕвĕсем те пур. Сăмахран, интернетра географи предмечĕпе йĕркеленĕ олимпиадăра вăлпĕрремĕш вырăн йышăннă.
Александра алă усса ларма хăнăхман. Вăл вĕренет, ташлать, конкурссене хутшăнать. Кăçал районти "Чăваш пики" конкурса хутшăнса пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Пушă вăхăтра амăшне, йăмăкне пулăшма та май тупать. Йăмăкĕ Софья та аппăшĕн çулĕпе пырать, вăл та ташлать.
Хĕрĕсем маттур та пултаруллă пулнишĕн, паллах, чи малтан амăшĕ савăнать. Унăн телейĕ - ачисенче.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"