АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туристсем Шупашкарта 2240 тенкĕпе канма пултараççĕ

14 октября 2015 г.

Туризм сервисĕ чи йỹнĕ çулçỹревсен рейтингне палăртнă. Унта Раççейри тĕп хуласем кĕнĕ. Рейтингра Шупашкар та вырăн тупнă.

Тĕп хуламăр рейтингра 13-мĕш вырăн йышăннă. Списока çулçỹрев мĕн хака ларнине кура хатĕрленĕ. Шупашкарта канмалли кунсене 2240 тенкĕпе ирттерме пулать. Рейтинга хатĕрленĕ туризм сервисĕ çулçỹреве икĕ çын çине шутланă. Хака йỹнĕ хăна çуртĕнче çĕр каçнине, вырăнти ресторанра е кафере каçхи апат çинине, хулари паллă музее çитнине кĕртнĕ. Шупашкарта туристсене Чăваш наци музейне тата Василий Чапаев музейне кĕрсе курма сĕннĕ.

Рейтингри чи малти 10 вырăна çак хуласем йышăннă: Челябинск, Брянск, Смоленск, Волгоград, Киров, Кемĕр, Томск, Краснодар, Барнаул.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика