14 октября 2015 г.
Пĕтĕм Раççейри "Российская организация высокой социальной эффективности" конкурс Чăваш Енре старт илнĕ.
Асăннă конкурс тĕллевĕ - социаллă ыйтусене татса панин тĕслĕхĕсемпе паллаштарасси, организацисемпе предприятисене хавхалантарасси. 2015 çулта конкурса çакăн пек номинацисемпе ирттерĕç:
- производство сферин организацийĕсенче ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе вĕсене аталантарнишĕн;
- производствăлла мар сферăн организацийĕсенче ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе вĕсене аталантарнишĕн;
- производство сферин организацийĕсенче ĕçре сусăрланассипе профессиллĕ чирсене чакарнишĕн;
- производство мар сферăн организацийĕсенче ĕçре сусăрланассипе профессиллĕ чирсене чакарнишĕн;
- производство сферин организацийĕсенче кадрсен потенциалне аталантарнишĕн; - производство мар сферăн организацийĕсенче кадрсен потенциалне аталантарнишĕн;
- производство сферин организацийĕсенче сывă пурнăç йĕркине йĕркеленĕшĕн;
- производство мар сферăн организацийĕсенче сывă пурнăç йĕркине йĕркеленĕшĕн;
- производство сферин организацийĕсенче социаллă партнерлăха аталантарнишĕн;
- производство мар сферăн организацийĕсенче социаллă партнерлăха аталантарнишĕн;
- пысăк эффективлă социаллă пĕчĕк предприяти;
- территорири социаллă проблемăсене пĕтернĕ çĕре хутшăннăшăн тата корпоративлă пулăшулăха аталантарнишĕн.
Конкурсăн регионри тата федераллă тапхăрĕсене тỹлевсĕрех хутшăнма пулать.
Пĕтĕм документсемпе заявкăсене http//soc.rosmintrud.ru/ сайтра "Мониторинг проведения всероссийского конкурса "Российская организация высокой социальной эффективности и награждение его победителей" программăпа информаци комплексĕн электронлă кабинетĕнче йĕркелеме пулать.
Тĕплĕнрех информацие (8352) 26-13-41, 62-10-46 номерсемпе шăнкăравласа е www.ot.cap.ru сайтра пĕлме пулать.
Источник: "Каçал Ен"