14 октября 2015 г.
Октябрĕн 15-мĕшĕнчен 25-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ иртет.
Раççей Почти вара хаçатсене илсе килсе парассин хакне чакарать: федераци изданийĕсене - 5 процент, регионти тата вырăнти МИХсем валли - 10 процент. Кăçал пуçласа РФ çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви çирĕплетнĕ социаллă изданисене кỹрсе килессин хакне 15 процент чакарнă.
Раççей Почти 2016 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтару кампанине ирттерме 700 миллион тенкĕ уйăрнă. Хальхи çырăнтару кампанийĕнче илсе килсе панин хакне иртнинчи пекех хăварнă. Унсăр пуçне Раççей Почти халăхпа издательсем валли скидкăсене сыхласа хăварнă
Источник: "Каçал Ен"