АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Документсене вăхăтра хатĕрлеççĕ

14 октября 2015 г.

Республикăра çулталăк пуçланнăранпа куçман пурлăх çине 160 пин ытла право докуменчĕ хатĕрленĕ. Куçман пурлăхпа çыхăннă право регистрацийĕсен, килĕшĕвĕсен шучĕ 203 пин ытлапа танлашнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 2 процент нумайрах.

Çавăнпа пĕрлех республика çыннисем пурăнмалли çуртсене те харпăрлăха активлă регистрацилеççĕ. Кăçал 83 пин ытла çурта, хваттере пỹлĕме шута илнĕ.

Килĕшỹ туса çуртсене граждансен харпăрлăхне парасси 14 процент ỹснĕ. Муниципаллă хваттерсене приватизацилесе те 6330 çурта харпăрлăха илнĕ.

Çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха регистрацилесси те ỹснĕ, 9 уйăхра республика çыннисем 68 пин ытла документ алла илнĕ.

- Юлашки вăхăтра пурлăха регистрацилесси ансатлансах пырать. МФЦсенче те документсене йышăнакан чỹречесен шучĕ ỹсет, регистрацилессин вăхăчĕ, документсен шучĕсем чакаççĕ, харпăр хăй пурлăхне интернет урлă регистрацилеме те май пур, - тет Росреестрăн ЧР Управленийĕн ертỹçи Екатерина Карпеева.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика