14 октября 2015 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн ларусен залĕнче предпринимательсемпе тĕл пулу ирттернĕ. Унта район администрацийĕн ял хуçалăх та экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, районсем хушшинчи 2№-лĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов хутшăннă.
Светлана Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта обществăлла апатлану 23 предприятийĕ, ваккăн сутакан 200 суту-илỹ точки, халăха пулăшу паракан 30, çул хĕрринчи сервис кỹрекен 10 объект шутра. 2014 çулта потребительсен рынокĕн тата обществăлла апатланăвăн 7 объектне реконструкцилесе уçнă. Çакна пурнăçлама 48,1 млн тенкĕ инвестици хывнă, 29 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă. Кăçалхи 9 уйăхра 3 млн тенкĕ инвестици хывса 3 объекта реконструкцилесе уçнă. Районти пĕчĕк предприятисене илес пулсассăн, вĕсен 34,6 проценчĕ ваккăн суту-илỹ тăваççĕ тата халăха апатлантараççĕ. Ял хуçалăхĕнче 21,8 проценчĕ вырăн тупнă. Строительствăпа - 9 проценчĕ, коммуналлă хуçалăхпа 6 проценчĕ ĕçлет.
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕчĕк предпринимателлĕхĕн 676 субъектне шута илнĕ. Вĕсенчен 127-шĕ - пĕчĕк предприятисем, хресченпе фермер хуçалăхĕсем - 4, уйрăм предпринимательсем - 540. Пĕчĕк предпринимательствăра пурĕ1874 çын ĕçлет.
Пĕлтĕр те, кăçал та пĕчĕк предпринимателлĕхе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, уйрăм предпринимательсене бизнес-плансем хатĕрлеме пулăшнă.
Пухăннисем районти предпринимателлĕхе аталантарас тĕлĕшпе малашнехи тĕллевсене палăртнă, çĕнĕ предприятисене хута ярасси, ĕç вырăнĕсем туса парасси - татса памалли ыйтусен йышĕнче.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"