АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл - тăрăшуллисенчен пĕри

14 октября 2015 г.

Ял хуçалăхĕнче çирĕп кăмăллисем, ĕçченнисем çеç тăрăшма пултараççĕ. Ир-ирех тăрса фермăна утмалла, уй-хирте ĕçе кỹлĕнмелле. Унта кахалсем валли вырăн çук. Дояркăра тăрăшакансен те ĕçĕ çăмăл мар. Ирĕн-каçăн вĕсем ферма çулне такăрлатаççĕ.

Акă, Елена Аркадьевна Руссакова та 1997 çултанпа "Искра" колхозăн сĕт-çу ферминче тăрăшать. Фермăна çитсе палăртнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлать. Пысăк опытлăскер пĕрле ĕçлекенсене пулăшма та вăхăт тупать. Коллективра пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ.

Дояркăсем пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5914 килограмм сĕт суса илнĕ. Кăçалхи сăвăм та япăх мар. Ахальтен мар хуçалăхри ĕçченсене кашни çулах Хисеп грамотисем парса чыслаççĕ.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика