АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн апат пахалăхлă пултăр

14 октября 2015 г.

 Октябрĕн 12-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Чăваш Енри влаç органĕсен, федераци ведомствисен территори тытăмĕсен, хула-район ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тата шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренỹ организацийĕсенче кăçалхи IV кварталпа 2016 çулхи çур çулта апат хакĕ еплерех пулассипе ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă.

"Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх - шкул çулне çитичченхи ачасен вĕренỹ организацийĕсенче çитерекен апат хакĕ 43,64 тенкĕрен (Хĕрлĕ Чутай районĕнче) пуçласа 84,13 тенкĕ (Шупашкар) тăрать. 2015 çулхи январьтен тытăнса вăл палăрмаллах улшăнмарĕ. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çултан хăпарать. Хальхи вăхăтра ачана садикре пăхнăшăн ашшĕ-амăшне кашни куншăн 55-91,15 тенкĕ тỹлеттереççĕ. Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсемпе Улатăрта тỹлев çулталăк пуçламăшĕнчи шайран 8-20 процент хушăннă.

Михаил Игнатьев хаксем самаях ỹснине ырламаннине, ыйтăва сỹтсе явма палăртнă.

Нумай хутлă пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле пуçланни çинчен ЧР строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министрĕ Владимир Аврелькин Шупашкарта çак уйăхра Раççей - Итали çыхăнăвĕ енĕпе ĕçлекен ушкăнăн ХХIХ ларăвне ирттерме еплерех хатĕрленни, вĕренỹ министрĕ Владимир Иванов ноябрĕн 1-мĕшĕнче республикăра Пĕтĕм Раççейри географи диктантне ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика