АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общество палатин эмблеми пулĕ

10 октября 2015 г.

 Çитĕнекен ăрăва тăван республикăн историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарас, унăн граждан позицине çирĕплетес тĕллевпе чăваш Республикин Общество палати хăйĕн эмблемин конкурсне йĕркелеме йышăннă. Вăл икĕ тапхăрпа иртĕ: пĕрремĕшĕ - октябрĕн 30-мĕшĕччен, иккĕмĕшĕ (пĕтĕмлетỹ) - октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 10-мĕшĕччен. Ĕçсене октябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене Палатăн Канашĕн ларăвĕнче палăртаççĕ, ăна Дипломпа, хавхалантаракан парнепе чыслаççĕ. Ытти лайăх ĕçсене те уйрăм парнесемпе палăртĕç. Конкурс пирки 8(8352) 39-35-86 е 38-35-67 номерсемпе шăнкăравласа уçăмлатма пулать.

Общество палатин малашне хăйĕн паллисĕр пуçне "Чăваш Республикин граждансен обществине пысăк тỹпе хывнăшăн" ятарлă премийĕ те пулĕ. Унăн положенине çирĕплетнĕ ĕнтĕ.

Палата Канашĕн иртнĕ ларăвĕнче çитес çул республикăри районсемпе хуласенче Общество палатин кунĕсене ирттерме те йышăннă. Ку районсен администрацийĕсемпе территорири общество пĕрлешĕвĕсен пĕрлехи ĕçне вăйлатма пулăшĕ.

Ю.ЛИСТОПАД.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика