10 октября 2015 г.
Октябрĕн 17-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче Европа чемпионачĕсенче пĕрре мар призер пулнă С.И.Зубарева халалласа полиатлон ăмăртăвĕсем иртĕç.
Асăннă ăмăртăва полиатлона халăхра ытларах сарас, аслă ăру хушшинче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас тĕллевпе йĕркелеççĕ.
Турнира республикăри организацисемпе предприятисен, ял тăрăхĕсен командисем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ỹсĕмсенчи - 30 çулччен, 30-40, 40-50, 50-60, 60 çултан аслăрах çулхисемпе - тупăшĕç.
Спортсменсем 500 метр çуран чупса, выртса алă хуçлатса (сгибание и разгибание рук), 750 грамлă граната ывăтса (начар çанталăк пулсан - дартс) вăй виçеççĕ. Çĕнтерỹçĕсене кашни ăмăртури çитĕнỹсене шута илсе палăртĕç, вĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чыслĕç.
Заявкăсене вырăнтах пама юрать. Пурте унта хастар хутшăнасса шанатпăр.
Ю.Боровков.
Источник: "Каçал Ен"