07 октября 2015 г.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет, кăмăла çĕклет. Районта пурăнакансем çакна яланах тĕпе хураççĕ. Ахальтен мар тăтăшах йĕркелекен ăмăртусене хутшăнакансен йышĕ ỹсет. Октябрĕн 4-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕ спотсменсен, куракансен сассипе тулчĕ. Унта çуллахи спорт сезонне вĕçлерĕç, "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн эстафетăра ăмăртрĕç.
Чи малтанах тупăшăва хутшăнакансене район админи-страцийĕн спортпа çамрăксен ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Юрий Боровков, "Каçал ен" хаçат тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Евгений Тихонов ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Иртнĕ çулсенче эстафетăлла ăмăртусене вăтам, тĕп шкулсен, организацисемпе предприятисен командисем, ветарансем хутшăннă. Кăçал вара спортпа туслă çемьесене те ăмăртăва явăçтарас терĕмĕр. Старта тухма хатĕр çемьесем пурришĕн чăннипех те савăнтăмăр. Пуçласа 6 çемье - Гришинсем, Яндровсем, Давыдовсем, Гайнутдиновсем, Хораськинсем, Шемекеевсем - эстафетăна хутшăнчĕç. Çитес çулсенче вара вĕсен йышĕ ỹсессе шанатпăр. Ачасене спортпа туслашмаллине чи малтан ашшĕ-амăшĕн ăша хывтармалла. Мĕн пĕчĕкрен пĕрле старта тăратмалла. Дистанцие пуçласа 7 çул тултарман ачаллă çемьесем тухрĕç. Вĕсен ушкă-нĕнче Асанкассинчи Еленăпа Вячеслав Яндровсен çемйине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Шемекеевсемпе Хораськинсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. 14 çулчченхи ачаллă çемьесем хушшинче Гришинсем чи пултаруллисем пулчĕç, пĕр-ремĕш вырăна тухрĕç. Давыдовсемпе Гайнутдиновсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Шемекеевсемпе Хораськинсем аслă ачисемпе тепĕр хутчен чупăва хутшăнни - чăннипех те паттăрлăх. Вĕсем ывăннине пăхмасăрах старта тухрĕç. Маттур!
Тĕп шкулсен командисем хушшинче финиша чи малтан Анат Тимĕрчкассисем çитрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Хирти Явăшсемпе Хырхĕррисем.
Вăтам шкулсенче 9-мĕш класс таран пĕлỹ пухакансем хушшинче Хырай Ĕнелсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Комсомольски 2-мĕшпе 1-мĕш вăтам шкулĕсем тухрĕç.
Вăтам шкулсен командисем хушшинче Аслă Чурачăксене çитекен пулмарĕ, ыттисене чылай хыçала хăварса вĕсем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем кашни çулах призерсен йышĕнче. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Мăратсем алăран вĕçертмерĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Предприятисемпе организацисем хушшинче 4 команда çеç старта тухрĕ. Ыттисем ăçта-ши? Вĕсем спортпа туслă мар пулас. Пĕрремĕш вырăна яланхи пекех районти 2№-лĕ налук инспекцийĕн команди йышăнчĕ. Сăмах май, вĕсем районта çеç мар республикăри ăмăртусенче те чи маттурисем. Урмаел вăтам шкул учителĕсен команди - иккĕмĕш. Район администрацийĕн ĕçченĕсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç.
Çĕнтерỹçĕ-командăсене, çемьесене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларăмăр. Тăватă ушкăнра пĕрремĕш вырăна тухнă командăсем "Каçал ен" хаçата 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта тỹлевсĕр илсе тăрĕç.
Н.АРХИПОВА,
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"