07 октября 2015 г.
Çавна май Чăваш Республикин финанс министрне Светлана Александровна Енилинăна, Чăваш Републикин юстици министрне Надежда Викторовна Прокопьевăна çирĕплетнĕ. Владимир Николаевич Иванов Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствине ертсе пырĕ. Олег Иванович Маркова Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр, Владимир Александрович Аврелькина Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министерствисене ертсе пыма шаннă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствине ертсе пынă Сергей Владимирович Павлов ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн ĕçĕсене пурнăçлĕ. Сергей Геннадьевич Артамонова Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ - Сергей Сильвестрович Шелтуков. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ - Наталья Юрьевна Тимофеева. Сергей Петрович Димитриева Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрне, Алла Владимировна Самойловăна ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне, Александр Степанович Иванова Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрне çирĕплетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"