АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕ суд тенкелĕ çине илсе çитернĕ

03 октября 2015 г.

 2015 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче çурçĕр иртсен пĕр сехетре Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнче пурăнакан ỹсĕр икĕ арçын укçа вăрлас шухăшпа, пĕр ялтах пурăнакан П. гражданинăн килне çĕмĕрсе кĕнĕ. Г. тата А. гражданинсем кил хуçине хĕнесе укçа кăларса пама хушнă. Лешĕ вара хăраса 2 пин тенкĕ укçине ỹсĕрсене тыттарнă. Пуçтахсене çак укçа çитмен, вĕсем тата 3 пин тенкĕ ыйтнă. П.-на малалла хĕнеме пикеннĕ. Кил хуçи меллĕ самантпа усă курса килтен тухса тарнă. А. тата Г. гражданинсене ют çын килне кĕнĕшĕн, хĕненĕшĕн, каварлашса преступлени тунăшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 161-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн "а, в, г" пункчĕсемпе, 3-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе айăпланă.

Июлĕн 30-мĕшĕнче Елчĕк район сучĕ асăннă уголовлă ĕçе пăхса тухнă, икĕ юлташа айăплă тесе йышăннă. 1 çул та 8 уйăха условлă майпа айăпланă, 8 пин тенкĕ штраф панă.

И.АЛЕКСЕЕВА,

следователь.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика