АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп сывлăхлисем - çарта

03 октября 2015 г.

Сентябрĕн 22-мĕшĕнче районти çар комиссариатĕнче ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсемпе тата предприятисемпе организацисен представителĕсемпе çар учетне илессипе ятарлă вĕренỹ йĕркелерĕç.

Ăна çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов ертсе пычĕ. Вăл чи малтанах лару-тăрупа паллаштарчĕ. Районти 7530 çынна çар учетне илнĕ. Çавăнпа пĕрлех 6720 çын пĕрлехи çар учетĕнче тăрать. Унсăр пуçне 319 çын - ятарлă çар учетĕнче. Çар учечĕн тĕп тĕллевĕ - мирлĕ вăхăтра Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсене, вăрçă вăхăтĕнче, мобилизаци тапхăрĕнче призывниксемпе тивĕçтересси. Сергей Юрьевич каланă тăрăх, çар учетне тĕплĕн ертсе пымалла, улшăнусене çирĕп шута илмелле, çар комиссариатне çийĕнчех пĕлтермелле. Районта çар учетне илес енĕпе мĕнле ĕçленине хаклама ятарлă конкурс ирттернĕ. Унта Александровка ял поселенийĕн администрацийĕ палăрнă. Хирти Сĕнтĕрсем - иккĕмĕш, Хырхĕррисем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Предприятисемпе организацисем хушшинче вара "Çĕрулмие мухтав" агрофирма - пĕрремĕш, районсем хушшинчи 2-номерлĕ налук инспекцийĕ - иккĕмĕш, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Ятарлă вĕренỹ йĕркеленĕ май Сергей Юрьевич çар учечĕпе ĕçленĕ чухне мĕнлерех йăнăшсем туни тата çитменлĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Çавăнпа пĕрлех яваплă специалистсене мĕнле хатĕрлемеллине те пĕлтерчĕ. Специалистсем призыва пырса тивекен нумай ыйтăва сỹтсе яврĕç.

Акă, октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕркуннехи призыв пуçланнă. Паянхи куна çар комиссариатĕнче медицина тата призыв комиссийĕсем ĕçе пикеннĕ. Планпа килĕшỹллĕн хальхи призывпа икĕ районĕпе 50 ытла яша çара яма палăртнă. Сывлăх енчен йĕркеллĕ, çар службинче тăма юрăхлă кашни çамрăкăнах салтак тумĕ тăхăнмалла. Ăна районта чылайăшĕ ăнланать. Юлашки вăхăтра салтака каяс текенсем ытларах пулни савăнтарать. Анчах та салтак тумне тăхăнассинчен пăрăнакансем çав-çавах пур-ха. Акă, çурхи призывран пăрăннă таркăна уголовлă майпа явап тыттарнă, 140 пин тенкĕ штраф панă. Йĕркене пăсакансене 2014 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчен патшалăх службинче ĕçлеме чаракан справка парасси те вăйра. Апла пулсассăн каччăсен шутласа пăхмалла - çартан пăрăнмалла е салтак тумне тăхăнмалла?

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика