03 октября 2015 г.
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Моторина Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председательне уйăрса лартни çинчен калакан Указа алă пуснă. Çак кунах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
"Суйлавçăсем пире шаннине палăртрĕç. Пирĕн çак шанăçа тỹрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлемелле, ỹсĕме чакарма юрамасть. Пирĕн мĕнпур организацисемпе, предприятисемпе, тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче тăрăшакансемпе, бизнес тытăмĕнче вăй хуракансемпе регионăн экономикине пĕр тан тикĕс аталантарса пырас тесессĕн, вĕсемпе килĕшсе ăнланса ĕçлеме тăрăшмалла, хамăр çине илнĕ пур яваплăха та туллин пурнăçламалла", - тенĕ Михаил Игнатьев. Ĕçлĕ канашлу вăхăтĕнче Иван Моторин Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен çĕнĕ тытăмне йĕркелекен документпа паллаштарнă. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Ми- нистрсен Кабинечĕн Председателĕн икĕ çумĕ пулать, вĕсем тĕрлĕ министерствăсен ĕç-хĕлне тишкерсе тăрĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинчен Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви туса хума палăртнă. Малашне çавăн пекех ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерстви пулĕ. Чăваш Республикин чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсем пурăнакан вырăна сыхлакан, тĕрĕслекен тата йĕркелесе пыракан патшалăх службине пĕтерсе хума, унăн тивĕçĕсене ЧР Çут-çанталăк пурлăхĕпе экологи министерствине пама палăртнă. ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен Чăваш Республикин Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕ йĕркелеме сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"