30 сентября 2015 г.
Октябрь уйăхĕнче, çутçанталăк хăй пуянлăхĕпе савăнтарнă вăхăтра, "Каçал ен" хаçат редакторĕнче чылай çул тăрăшнă Геннадий Алексеевич Уткин 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Вăл хаçат корреспондентĕнчен - редактора, парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне çитнĕ. Унтан "Время" республика хаçачĕн редакторĕ пулнă. Геннадий Алексеевич пултаруллă, хастар пулнине ĕçленĕ вăхăтра çеç мар халĕ те тĕслĕхсемпе çирĕплетет. Çичĕ теçетке тултараканскер паянхи кун та хаçат-журналсемпе туслă çыхăну тытать. Район хаçатĕнче те унăн материалĕсем тăтăшах кун çути кураççĕ.
Геннадий Алексеевич Уткин 1945 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Тукай ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкул хыççăн Çĕнĕ Мăратра тата Аслă Чурачăкра вĕренсе вăтам пĕлỹ илнĕ, саккăрмĕш класра чухнех "Октябрь ялавĕ" хаçата çырма пуçланă. Специальнăç иличченех вăл Елчĕк тата Па- тăрьел районĕсенче пуçламăш классен, чăваш литературин учителĕ пулса ĕçленĕ, 1964-1967 çулсенче Совет Çа-рĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăннă хыççăн район хаçатĕнче литература сотрудникĕнче ĕçлеме тытăнать, çур çултан ăна тĕп редактор çумне çирĕплетеççĕ. Ĕçрен уйрăлмасăр вăл Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет, 1971 çулта ăна Чулхулари партин аслă шкулне куçăмлă майпа вĕренме янă, 1975 çулта тăван районти "Октябрь ялавĕ" хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçлеме тытăннă, çак ĕçре 1988 çулчченех тăрăшнă. Г.Уткин райĕçтăвкомăн халăха вĕрентес ĕç пайĕнче методистра, Комсомольскинчи вăтам шкулта вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературисен учителĕнче ĕçленĕ. 1989 çулхи апрель уйăхĕнче КПСС Комсомольски райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйланă. 1992 çулта Шупашкара пурăнма куçнă, "Хресчен сасси", "Республика" хаçатсен пай редакторĕнче, Патшалăх Думин пулăшаканĕнче ĕçленĕ. 1998 çулта профсоюзсен республикăри совечĕн "Время" хаçачĕн тĕп редакторĕнче ĕçле-нĕ. Геннадий Уткин литература ĕçне çамрăклах пуçăннă, район хаçатĕнче, "Тăван" Атăл", "Капкăн" журналсенче очерксем, калавсем, юморескăсем, мемуарсем пичетленĕ. 2000 çулта унăн пĕр харăсах "Ют пахчара" тата "Пуç çинчи пуртă", 2005, 2008 çулсенче "Пăтăрмах", "Çапла вăл пурнăç", "Пĕр пытармасăр каласан" кĕнекесем пичетленсе тухнă. Г.А.Уткин 1979 çултанпа СССР журналистсен союзĕн, 1997 çултанпа Раççей писате-лĕсен союзĕн членĕ. Г.Уткина çичĕ хутчен Комсомольски район совечĕн депутатне суйланă, 1990-1995 çулсенче вăл Чăваш Республикин халăх депутачĕ пулнă.
Источник: "Каçал Ен"