АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене сỹтсе явнă

30 сентября 2015 г.

Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунĕ çитнине халалласа сентябрĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче районти ветерансен совечĕн председателĕсен канашлăвĕ иртрĕ. Унта ватăсене пырса тивекен тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе яврăмăр. Районти тĕп больница терапевчĕ Лариса Галкина ветерансене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси çинче чарăнса тăчĕ. Çăмăллăх мелĕпе эмелсем парасси епле пурнăçланса пынипе районти 41-мĕш №-лĕ аптека директорĕ Людмила Васильева паллаштарчĕ. Атласкин фермер хуçалăхĕн ветерансен совечĕн председательне Людмила Тихоновăна нумай çул çỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР Ветерансен совечĕн Хисеп грамотипе чысларăмăр.

Октябрĕн 1-мĕшĕ - Ваттисен кунĕ. Апла пулсассăн организацисемпе предприятисенче тивĕçлĕ канăва тухнисене саламлама вăхăт тупасчĕ.

Ю.ТИМОФЕЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика