26 сентября 2015 г.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче, вырсарникун, "Каçал ен" хаçат парнисемшĕн эстафетăлла ăмăртусем иртеççĕ, çуллахи спорт сезонĕ хупăнать.
Ăмăртусем "Кĕтне" ФСК стадионĕнче иртеççĕ.
Çак ăмăртусене тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем хутшăнма пултараççĕ. Вĕсем тăватă ушкăнра пулаççĕ.
Кăçал эпир спортпа туслă çемьесене те старта тухма чĕнесшĕн.
Пĕрремĕш ушкăн: 1-мĕш чупура ашшĕ (400 м), амăшĕ (300 м) тата 7 çул тултарман ача (100 м) старта тухаççĕ. 2-мĕш чупура - ашшĕ-амăшĕ, 8-14 çулхи ача (200 м) дистанцие парăнтараççĕ.
Иккĕмĕш ушкăн: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем. Вĕсен командинче - 6 çын (3 арçынача, 3 хĕрача). Пурте 400 метра чупаççĕ.
Виççĕмĕш ушкăн: вăтам шкулсен командисем. Вĕсенче 8 спортсмен пулмалла - 4 арçынача, 4 хĕрача. Арçыначасем те, хĕрачасем те 400 метрлă дистанцисенче вăй виçеççĕ.
Тăваттăмĕш ушкăн: предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсемпе кооперативсен командисем. Кашни командăра - 5 çын (3 арçын, 2 хĕрарăм). Арçынсем те, хĕрарăмсем те 400 метрлă дистанцисенче ăмăртаççĕ.
Парнесем: пĕрремĕш вырăн йышăннă командăсем "Каçал ен" хаçатăн куçса çỹрекен кубокĕсене, Хисеп грамотисене тивĕçеççĕ. Унсăр пуçне, кашни ушкăнра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ командăна "Каçал ен" хаçата 2016 çулăн пĕрремĕш çур çулĕшĕн çырăнса параççĕ.
Асра тытма. Эстафетăлла ăмăртусене хутшăнма врач çирĕплетнĕ заявкăсене октябрĕн 4-мĕшĕнче, ăмăртусене килсен, ирхине 10 сехетчен йышăнаççĕ.
Ăмăртусен çак Положенине физкультурăпа спорт коллективĕсен старта тухма йыхравлани вырăнне йышăнмалла. Ăна тĕпе хурса команда составне хатĕрлемелле.
Спортсменсене илсе килме транспорт хатĕрĕшĕн тỹлесси, апат çитересси - командăсене тăратакан организаци шутĕнчен.
Иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕсен кубоксене пĕрле илсе килмелле.
Шкулсен 20х40 штандарт пулмалла.
ЙĔРКЕЛỸ КОМИТЕЧĔ.
Источник: "Каçал Ен"