АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмран асăрхан

26 сентября 2015 г.

Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕпе килĕшỹллĕн "Колосок" ача садĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Нумаях пулмасть республикăри Пĕтĕм Раççейри пушар сỹнтерекенсен ирĕклĕ обществин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн инспекторĕ Алена Тарасова ача сачĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Вăл пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарчĕ, инкекре чи малтан мĕн тумаллине каласа пачĕ, вут-кăвара сỹнтермелли хатĕрпе (огнетушитель) мĕнле усă курмаллине кăтартрĕ.

Çавăн пекех ача сачĕн коллективĕпе семинарсем иртрĕç.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче вара ачасене эвакуацилессипе ятарлă хатĕрленỹ иртрĕ. Ĕçченсем эвакуацие тĕрĕс тата инструкципе килĕшỹллĕн пурнăçларĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарса ачасемпе тĕрлĕ занятисемпе мероприятисем ирттернĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче вĕсем пушар сỹнтерекенĕн профессийĕпе, вут-çулăм историйĕпе паллашнă. Кĕçĕн ушкăна çỹрекен ачасем хатĕрленĕ ỹкерчĕксен куравне те йĕркеленĕ. Унсăр пуçне ашшĕ-амăшĕ валли ха-тĕрленĕ информаци стенчĕсене çĕнетнĕ.

Пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхĕнче тĕрлĕ мерприятисем ирттерни ачасене правилăсене асра тытма, лару-тăрăва тĕрĕс хаклама май парать.

Т.КАРИМУЛЛИНА,

аслă воспитатель

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика