АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех илес тесе укçа вăрланă

26 сентября 2015 г.

Июнĕн 22-мĕшĕнче 11 сехетре А. гражданин Комсомольски райповĕн лавккинче 1,5 литр хĕрлĕ эрех илсе юлташĕсемпе юханшыв хĕррине утнă. Çыран хĕрринче вăл В. гражданина тĕл пулнă, ăна пĕрле ĕçме чĕннĕ. Эрехе ĕçсе пĕтерсен В. юлташ тепре лавккана кайса илме сĕннĕ. Пĕр кĕленче эрех туяннăскерсем ăна вĕсем 5-ĕн ĕçсе те янă. Çав кунах 14 сехетре В. гражданин ỹсĕрĕлнĕ те çыран хĕрринчех çывăрса кайнă. А. гражданин вара унăн кĕсъинче укçа пуррине сиснĕ те ăна вăрласа тепре эрех илме кайма шутланă. Никам та курманнипе усă курса вăл 1010 тенке йăкăртса лавккана çул тытнă. Унпа эрехпе пирус туяннă.

Пуçарнă уголовлă ĕçе Елчĕкри район судне пăхса тухма ярса панă. В. гражданина 5 çулчченех ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

И.КАМАЛЬТДИНОВ,

юстици лейтенанчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика