АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш тĕрĕслеве ирттернĕ

26 сентября 2015 г.

 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ иртĕ. Перепиç ял хуçалăх отраслĕн улшăнăвĕпе аталанăвĕ пирки пĕлме май парĕ. Унсăр пуçне пысăк хуçалăхсен, фермерсен, килти хушма хуçалăх тытса тăракансен тата пахчаçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе лару-тăрăвне уçăмлатĕ.

Çавна май пуçтарнă информаци Раççейри агропромышленноç комплексне çĕнетекен, çĕр çинче ĕçлекенсен пурнăçне лайăхлатма пулăшакан аналитика базине йĕркелеме май парать.

Акă, сентябрĕн 1-15-мĕшĕсенче хула таврашĕнче переписчиксем, пахчаçăсемпе коммерциллĕ мар дачăсен пĕрлешĕвĕсене çитсе объектсен сведенийĕсене палăртнă.

Регистраторăн тĕп тĕллевĕ - палăртнă çĕр участокĕсене çитсе, ĕçе кĕртмен çĕр лаптăкĕсене тупасси.

Ĕçе кĕртнĕ çĕр лаптăкĕсен шутне вара çаксене кĕртмелле: çырла, пахча-çимĕç е декоративлă культурăсем лартнă, çĕр лаптăкĕ çинче культура тата техника мероприятийĕсене (тункатасене чавса кăларнă, çĕре культурăлатнă) туса ирттернĕ тата пурăнмалли е хуçалăх çурчĕсем хăпартнă. Ĕçе кĕртмен çĕр лаптăкĕ шутĕнче - усă курман çĕрсем е çĕр ĕçĕсене 5 çул ирттерменнисем.

Çак мероприятипе килĕшỹллĕн пирĕн районта та сентябрĕн 1-3-мĕшĕсенче регистратор пахчаçăсен тата коммерциллĕ мар дачăсен пĕрлешĕвĕсене çитсе сведенисене тĕрĕсленĕ. Район территорийĕнче çак категорие кĕрекен хуçалăхсем - 402. Паянхи куна регистратор шаннă ĕçе пĕтĕмпех пурнăçланă.

Н.ДРЯБЛОВА,

ял хуçалăх перепиçĕпе çыхăннă ыйтусен уполномоченнăйĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика