26 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пулнă. Чи малтан вăл Г.А.Прокопьевăн фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунта 100 пуç ĕне валли сĕт-çу фермине реконструкцилеме тытăннă. Григорий Прокопьев ертỹçĕ пĕлтернĕ тăрăх, ĕçе кăçал вĕçлесшĕн.
Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Нĕркеç ялĕнчи Садовая урамри çула мĕнле сарнипе кăсăкланнă. Асăннă çула "Чувашавтодор" ОАО пурнăçлать. Çула октябрь уйăхĕн варринче хута яма палăртнă.
Çавăн пекех Алексей Самаркин Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заво-дĕнче те пулнă. Завод директорĕ Вадим Агамирян паянхи ĕç-хĕлпе тата малашнехи плансемпе паллаштарнă. Тĕп ыйту - çĕнĕ цех тăвасси. Çак производствăна чылай хут ỹстерме май парĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Элпуç ялĕнче хăпартма тытăннă шкул строительствипе те интересленнĕ. Паянхи куна ĕçченсем шкулăн иккĕмĕш хутне хăпартса пĕтереççĕ. 2016 çулта шкул ачасене кĕтсе илме хатĕр пулĕ.
Алексей Александрович "Урожай" колхоз, "Луч", "Труд" ЯХПКсен кĕрхи ĕç-хĕлĕпе те паллашнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"