АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте

26 сентября 2015 г.

 Ял хуçалăх кооперативĕсенче уй-хир ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Хуçалăхсенче çĕр улми кăлараççĕ, çĕртме тăваççĕ.

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче пурĕ 1071 гектар çинче çĕртме тунă, кĕр тыррисене 4054 гектар акнă. Çĕре вăхăтра сухалас енĕпе "Урожай" колхоз ĕçченĕсем - чи матуррисем. Вĕсем çак ĕçе 1473 гектар çинче пурнăçланă, Кĕр тыррисене акса хăварассипе "Урожай" колхоз (361 гектар), "Восток" ЯХПК (280 гектар), Минатуллин фермер хуçалăхĕ (250 гектар), "Слава картофелю" агрофирма (266 гектар) лайăх ĕçленĕ.

Кăçал районта 1233 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ. Хальлĕхе ĕçе 1180 гектар çинче пурнăçланă та. Вăтам тухăç кашни гектартан - 242,6 центнер. Чи пысăк тухăçпа савăнаканнисем - "Комсомольские овощи" ООО. Вĕсем кашни гектартан вăтамран 392 центнер илнĕ.

Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика