АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем - пĕрремĕш ларура

23 сентября 2015 г.

Сентябрĕн 21-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче улттăмĕш созывра суйланнă район депутачĕсен Пухăвĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçин пĕрремĕш çумĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, райадминстрацийĕн пайĕсене ертсе пыракансем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче 10 ыйтăва пăхса тухрĕç.

Чи малтанах районти территорири суйлав комиссийĕн председателĕ Новелла Розова Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче районта пурăнакан 15485 çын (79,8 процент) суйлава хутшăннă. Вĕсенчен 12410-шĕ (80,19 процент) Михаил Игнатьевшăн сасăланă. Çавăн пекех участоксенче район Пухăвĕн тата ял тăрăхĕн депутачĕсене суйланă. Новелла Николаевна пĕрремĕш ларура районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене удостоверенисем пачĕ. Вĕсем пурĕ 17 депутат. Шăпах асăннă депутатсем ларура вăрттăн сасăласа район пуçлăхĕ кам пулассине палăртрĕç. Чи нумай сасă пухакана - Хасиятулла Семигуллович Идиатуллина - район пуçлăхне çирĕплетрĕç. Вăлах депутатсен Пухăвĕн председателĕ. Унăн çумĕ - Геннадий Федорович Волков.

Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов районăн 2015 çулхи тата планри 2016-2017 çулсенчи бюджетне тата бюджетри право хутшăнăвĕсене йĕркелессин положенине кĕртекен улшăнусемпе паллаштарчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин депутатсене ăнăçу сунчĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика