19 сентября 2015 г.
Республикăра диспансеризаци ирттернĕ май çакна палăртнă: пурăнакан кашни улттăмĕш çыннăн чир шала каяс хăрушлăх пур. Чăваш Енри çынсен 26,4 проценчĕ çеç хăйсене сывă теме пултарать.
ЧР Сывлăх министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кашни улттăмĕш çыннăн сывлăхĕ иккĕмĕш ушкăна кĕрет. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Вĕсен чир шала каяс хăрушлăх пысăк. Кашни иккĕмĕш çыннăн сывлăхĕ виççĕмĕш ушкăнри шутланать. Вĕсен вăраха кайнă чиртен сипленмелле, тухтăр патĕнче тĕрĕсленсе тăмалла.
Диспансеризаци витĕр тухнă 476 çынна усал шыççа тĕрĕслеттерме янă. Вĕсенчен 141-шĕн диагноз çирĕпленнĕ. Ведомство палăртнă тăрăх, çынсем ытларах эндокрин тытăмĕн чирĕсемпе аптăраççĕ. Иккĕмĕш вырăнта - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем. Виççĕмĕш вырăнта - хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсем.
Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа диспансеризаци планне республикăра 53 процент пурнăçланă. Çулталăк вĕçлениччен тепĕр 100 пин çынна тĕрĕслеме палăртаççĕ
Источник: "Каçал Ен"