19 сентября 2015 г.
Республикăри хурт-хăмăр пăхакансемшĕн кăçалхи çу вăхăчĕ пыл пуçтарассипе питĕ начар килчĕ. Сивĕ çуркуннене пула çемйисем аталанса ĕлкĕреймерĕç, нектар пуçтаракан ĕç хурчĕсем çителĕксĕр пулчĕç. Каçпа ăшă 14-18 градусран хăпарманнипе, çурçĕр çилĕсем вĕрнипе ỹсен-тăран та нектар кăларма хатĕрленеймерĕ. Анчах та хуртсене лайăх хĕл каçарнисем тата вăйлă çемье йышĕ аталантарнисем пылсăр юлмарĕç.
Манăн паян çитес хĕл умĕнхи хăрушлăх - варроа сăвăс чирĕ - çинче чарăнса тăрас килет. Юлашки çулсенче сăнанинчен пыл хурчĕсене варроа сăвăссемпе (варроатоз) пыл хур-чĕсен варвитти чирĕ (нозематос) питĕ пысăк сиен кỹреççĕ. Çак чирсене пула хурт çемйисем çеç мар, утарсем пĕтни те пулнă.
Асăннă чирсем хурт-хăмăр тытакансем сăвăса тата нозематоз чирĕсене хирĕç кирлĕ пек кĕрешменнипе пулаççĕ. Чăваш Енре 1979 çултанпах варроа сăвăсĕсем аталанма пикеннĕ. Çавăн чухлĕ çул хушшинче вĕсем им-çама та хăнăхнă, мутагенлă сăвăссем вара хĕле те кашни çулах нумайрах юлса пыраççĕ. Унсăр пуçне сăвăссем патогенлă - паралич, çунат формине улăштаракан - вируссемпе чирлеттерме пултараççĕ. Кĕркунне вĕллесене тата пыл хурчĕсене вăхăтра сăвăссенчен тасатманнипе, сиплеменнипе кĕрхи ăшă кунсенче хуртсем вĕллерен вĕçсе тухсан вăйĕ çитейменнипе каялла таврăнаймаççĕ, çухалса вилеççĕ. Чир вирусĕсемпе кĕрешнĕ чухне апатпа пĕрле пыл хурчĕсене "эндовираз", "вирусан", "антивир" препаратсем памалла.
Унсăр пуçне пыл хурчĕсене пăхакансен "çуркунне - сиплемелле, кĕркунне - сыхласа хăвармалла" принципа пăхăнмалла. Çак йĕркесене те манмалла мар:
- пĕрремĕшĕ: çуркунне сăвăссене хирĕç икĕ хутчен 7 кун сиктерсе сапмалла; кĕркунне -пыла пуçтарса пĕтерсенех, ик-кĕмĕшне август вĕçĕнче е сентябрь пуçламăшĕнче туса ирттермелле. Унсăр пуçне çакна асра тытмалла: пыла уçласа илсенех им-çам пани сăвăссен 80 процентне пĕтерме май парать. Çапла вара хуртсем хĕл каçма сăвăссемсĕр кĕреççĕ;
- иккĕмĕшĕ: тĕрлĕ им-çама сăвăссем ан хăнăхчăр тесен вĕсене час-часах ылмаштарса тăмалла. Тĕслĕхрен: çуркунне влюфалинат (апиаск, фумисан, апидез, байварол, варросан, ветфор, флувалидез, апифит) пур препаратсемпе усă курмалла. Кĕркунне вара амитразлă (амиполТ, апиток, бипин, бипинТ, варропол, варроадез, дилабик) пуррисене усă курмалла е кăшкар ути (бисанар, санокс), кăткă (муравьинка, формацид) кислотисемпе усă курмалла.
- виççĕмĕшĕ: эмеле хунă чухне технологине çирĕп пăхăнмалла. Вăхăта, сезона, сывлăш температурине, хурт çемйисен тăрăмĕпе вăйне пăхсах тăмалла. Çуркунне тата кĕркунне "экопол", "апилинол" препаратсемпе икĕ хутчен усă курнипех çырлахмалла мар, мĕншĕн тесен вĕсен тытăмне эфир çăвĕсем кĕреççĕ. Вĕсен варроа сăвăсĕсемпе кĕрешес тухăçлăхĕ сахалрах. Хĕле валли акарацида хирĕç йăрăмсене те хăвармалла мар. Йăрăмсене хăварни сăвăссем ун патне хăнăхса çитни тата мутагенлă сăвăссем аталанасси патне илсе çитерет. Çак им-çама нумай пани пылпа ăвăсри канцерогенлă япаласен шайне ỹстерет.
Паянхи кун тем тĕрлĕ ветеринари препарачĕ те пур, вĕсемпе тĕрĕс усă курма кăна пĕлмелле.
Г.МАКСИМОВ,
ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.
Источник: "Каçал Ен"