АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнчĕç

13 марта 2013 г.

Иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра куç курманнисен районти обществин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Чи малтанах пухăннисене организаци ертÿçи Г.Михайлов кулленхи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ.

Ун хыççăн уяв программине йĕркелекенсем — В.Боровковăпа Р.Сереброва — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне ирттересси хăçан пуçланса кайнине каласа пачĕç. А.Хораськинапа В.Константинова тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç.

А.Владимировăпа Л.Карзакова пухăннисен чĕрисене хитре юрăсемпе тыткăнларĕç. Ш.Хамидуллинпа 92 çулхи М.Гайнутдинов, Ф.Андреев шăрантарнă юрă та уява пухăннисен кăмăл-туйăмне çĕклерĕ.

Мероприятие ирттерме пулăшнăшăн С.В.Абанинпа («Колибри» магазин) Г.Б.Фасхутдинова («Казан» магазин) куç курманнисен районти обществин членĕсем чĕререн тав тăваççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика