АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрулми тухăçпа савăнтарать

19 сентября 2015 г.

 Сентябрĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕпе Илдус Миннетуллинпа Н.Г.Самарин фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Паян кунта çĕр улми кăлараççĕ. "

Иккĕмĕш çăкăр" 100 гектар çинче çитĕнтернĕ. Паянхи куна 80 гектарне пухса кĕртнĕ, кашни гектартăн вăтам тухăçĕ 200 центнерпа танлашать. Çĕр улми пуссинче пĕр комбайн ĕçлет. Кунта Киров поселокĕн тата Тукай Мишер ял çыннисем те ĕçлеççĕ.

Çавăнпа пĕрлех Алексей Александрович 2000 тонна çĕр улми упрамалли хранилищĕн строительстви епле пынипе кăсăкланнă. Сăмах май, çак объекта пĕлтĕрех тума пуçланă. 2015 çулхи тухăçа кунтах кĕртеççĕ. Çĕнĕ хранилищĕре пĕр пек микроклимат тытса тăма пултаракан хальхи технологисемпе усă курнипе çĕр улмие мĕнле хĕл каçарасси пирки пĕртте пăшăрханмалла мар.

Сентябрĕн 17-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, колхозсем çĕр улмие 940 гектар çинчен пуçтарса та кĕртнĕ (75 процент). Районĕпе вăтам тухăç 244 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç "Комсомольские овощи" (404 центнер) ООО-ра, "Слава картофелю" агрофирмăра (277 центнер) тата "Труд"              ЯХПКра (267 центнер). 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика