АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин регионсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă

19 сентября 2015 г.

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Сочире пулнă. Унта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ ĕçлĕ канашлăва хутшăннă. Тĕлпулăва РФ регионĕсен 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче суйланнă 22 пуçлăхĕ хутшăннă. Пухăннисем Пĕрлехи суйлав кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ, РФ субъекчĕсен малашнехи аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.

Владимир Путин килес çул РФ Патшалăх Думин суйлавĕ пуласси çинчен те сăмах хускатнă. Унта 2011 çулхи пек 7 парти çеç мар, 14 парти хутшăнасса пĕлтернĕ. "Çакнашкал конкуренци федераци парламентне çынсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене сăмахпа çеç мар, ĕçпе татса пама пултаракан политиксене килме май парĕ", - тенĕ Владимир Владимирович.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре суйлавçăсен 65,54 проценчĕ хăйсен сассине Михаил Игнатьевшăн панă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика