13 марта 2013 г.
Иртнĕ эрнере ЧР АПК пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн ветеранĕсем черетлĕ пуху ирттернĕ. Вĕсем ял хуçалăхĕнчи пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă. Вĕсем иртнĕ çул продукцие сутса 521,5 миллион тенкĕлĕх тупăш илнĕ, ку виçĕм çулхинчен 69 миллион тенкĕ ытларах. Уйрăмах «Искра», «Урожай» колхозсем, «Дружба», «Восток», «Асаново», «Рассвет» ЯХПКсем, «Слава картофелю» агрофирма тухăçлă ĕçленĕ.
Савăнăçлă лару-тăрура Н.Кадыкова, Н.Иванова районти уйрăмăн йышне кĕртнĕ. Ветерансен пĕрлешĕвĕн председателĕ В.Николаев Г.Волкова, Г.Киргизова, Г.Апракова çуралнă кунĕсемпе саламланă.
Источник: "Каçал Ен"