АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнатăп хам чăваш хĕрĕ пулнишĕн

13 марта 2013 г.

Иртнĕ эрнере, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн, районти хÿхĕм те илемлĕ пикесен «Чăваш пики — 2013» конкурсĕ иртрĕ. Ăна кăçал чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул тултарнине халалларĕç. Хĕрÿ тупăшăва районти тăватă (!) пике çеç хутшăнма кăмăл тунă. Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Людмила Миронова, Чĕмпĕрти фармаци колледжĕнче ăс пухакан Алена Кузьмина (Аслă Чурачăк), Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн пики Оксана Карсакова, Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕ Юля Соколова (Аслă Çĕрпÿел) пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Хĕрсем чи малтанах хăйсен шухăш-ĕмĕчĕсене уçса пачĕç. И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне те аван пĕлнине вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç, ыйтусене туллин çутатрĕç. Малалла пикесем пултарулăх конкурсне хутшăнчĕç. Юля Соколова, Людмила Миронова, Алена Кузьмина юрласа савăнтарчĕç. Пĕр Оксана Карсакова çеç хăйĕн хитре ташшипе куракансене тыткăнларĕ.

Мĕн ĕлĕкех çемьери хĕр-упраçсем апат хатĕрлеме вĕреннĕ. Конкурсантсем те ку енĕпе ăста иккен. Хĕрсем чăваш халăхĕн тутлă апат-çимĕçне — хуплу, хуран кукли — хатĕрленĕ. Техĕмлĕ çимĕçсене жюри членĕсем хак пачĕç. Хÿхĕм пикесем Нарсписен мода конкурсне те хаваспах хутшăнчĕç. Чăваш тĕрриллĕ кĕпесем тăхăннă хĕрсем çине пăхма та кăмăллă. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕскерсем сцена çинче хăйсене илемлĕ тытрĕç. Маттурах çав Каçал хĕрĕсем!

Жюри членĕсене чи пултаруллине палăртма çăмăл пулмарĕ. Пĕр сăмахпа каласан пурте маттур та мал ĕмĕтлĕ. «Ăс пике» ята Людмила Миронова тивĕçрĕ. Оксана Карсакова «Хÿхĕм пике» номинацире палăрчĕ. «Чăваш пики — 2013» ята Алена Кузьмина тивĕçрĕ. Вĕсем Юля Соколовăпа район чысне республикăри конкурсра хÿтĕлĕç. Мĕнех, ăнăçу сунатпăр. Пикесем Каçал сцени çинче çеç мар, Шупашкарта та палăрасса шанатпăр.

Хĕрсем конкурсра чăннипех те пултарулăхпа, ăспа, çепĕçлĕхпе палăрчĕç. Анчах та районти ытти хĕрсем конкурса хутшăнма кăмăл туман-шим? Сцена çинче пикесем йышлăрах пулнă пулсассăн конкурс çивĕчрех те кăсăклăрах иртĕччĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика