16 сентября 2015 г.
Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне, район депутачĕсен, ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйларăмăр.
Çак суйлава Комсомольски районĕнче пурăнакансем них-çанхинчен пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç. Вĕсем Конституци панă ирĕке пурнăçласа хăйсен социаллă активлăхне туллин палăртрĕç. Нумайăшĕ ирхине суйлав участокĕсем уçăлнă вăхăтах çитрĕ, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма васкарĕ. Сасăлав пыракан участоксенчен кунĕпех çын татăлмарĕ. Списока кĕртнĕ 19394 суйлавçăран 15485-шĕ урна умне тăчĕ. Ку вăл суйлавçăсен 79,8 проценчĕпе танлашать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2010 çулхи суйлавне вара районти суйлавçăсен 48,8 проценчĕ хутшăннăччĕ.
975 çын маларах, сентябрĕн 2-12-мĕшĕсенче, сасăланă. Сентябрĕн 13-мĕ-шĕнче вара 1064 çын суйлав участокĕсен тулашĕнче сасăланă (килтен тухса çỹрейменнисем е больницăра сипленекенсем). Хăйсен ĕмĕрĕнче пĕрремĕш хут суйлава 200 ытла çамрăк хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлама тăратнă кандидатсенчен пирĕн тăрăхра М.В.Игнатьев чи нумай сасă пуçтарнă, уншăн 12417 çын е алла бюллетень илнисен 80,19 проценчĕ сасăланă. О.А.Николаевшăн суйлавçăсен 7,85, К.С.Субботиншăн 1,15, В.С.Шурчановшăн 8,13 проценчĕ сассисене панă.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"