АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М.Игнатьевăн пысăк çитĕнĕвне хаклаççĕ

16 сентября 2015 г.

Любовь ПОЛЯКОВА, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

"Сентябрĕн 13-мĕшĕ - Пĕрлĕхлĕ суйлав кунĕ - яваплă кунсенчен пĕри пулчĕ, мĕншĕн тесессĕн эпир чылай çул ĕнтĕ республика Пуçлăхне пĕтĕм халăхпа суйламан. Çав кунах ял тăрăхĕн тата район Пухăвĕн депутачĕсене те суйларăмăр. Ял çыннисем суйлава чăннипех те хастар хутшăнчĕç. Аслисем çеç мар, çамрăксем те хăйсен гражданла тивĕçне туйса суйлава кайни савăнтарчĕ. Вĕсем малашнехи пурнăç мĕнле аталанса пырасси сасăлавран тỹрремĕнех килнине лайăх пĕлеççĕ тата ăнланаççĕ. Çавна май ир-ирех участока çитсе тивĕçлĕ кандидатшăн сасăларĕç, çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем Чăваш Ен малашне тата та вăйлăрах аталантăр, чечеклентĕр теççĕ".

Ревокат МОИСЕЕВ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ:

"Суйлав кашни çын пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри пулнине тепĕр хут курса ĕнентĕм. Участока 8 сехете çитес тесе васкарăм. Эп çитнĕ çĕре вара çын чылаях иккен, пĕрремĕш пулма май килмерĕ. Çынсем Конституци панă ирĕке пурнăçлама васкани вара уйрăмах савăнтарчĕ. Пурте пĕрле халăхшăн, ĕçченсемшĕн, çамрăксен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тивĕç кандидата суйларăмăр, ял çыннисен ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан вырăнти депутатсемшĕн сасăларăмăр. Шанса, ĕненсе тăни тỹрре тухрĕ. Эпир, районта пурăнакансем, республика Пуçлăхĕ пулма чăннипех тивĕç çынна суйларăмăр. Михаил Васильевич Игнатьев юлашки çулсенче халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн, республикăна аталантарассишĕн мĕн чухлĕ ĕç пурнăçларĕ! Каласа та пĕтереймĕн. Вăл малашне те Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тỹрĕ кăмăлпа ĕçлессе шанатăп. Эпир хамăр пуласлăхшăн тĕрĕс утăм турăмăр!"

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика