АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татса памалли ыйту чылай

13 марта 2013 г.

Мартăн 6-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен за-лĕнче канашлу иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин, ЧР Россельхознадзор управленийĕн, район прокуратурин, администрацин вĕренÿ пайĕн представителĕсем, район больницин тĕп врачĕ И.И.Ефремова, ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Кун йĕркинче 3 ыйту пулчĕ: районти санитари лару-тăрăвне пăхса тухса тумалли ĕçсене тишкересси; выльăх-чĕрлĕхе тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлессине сÿтсе явасси; вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе Россельхознадзор управленийĕн çĕр законодательствипе çыхăннă ĕçне лайăхлатмалли мелсене пăхса тухасси.

Канашлăва М.Р.Афанасьев уçрĕ, малалла ЧР Россельхознадзор управленийĕн руководителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан С.Н.Бандурин сăмах илчĕ. Кун йĕркин пĕрремĕш ыйтăвĕпе ÿсен-тăрансен карантинĕ, тĕш тыррăн пахалăхĕ, вăрлăх тĕрĕслевĕ енĕпе ĕçлекен уйрăмăн начальникĕ З.В.Фомичева тухса калаçрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Республикинче карантинри объектсен шучĕ ÿссех пырать. Пирĕн район территорийĕнче вара çĕр улмин ылтăн нематоди йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ытларах чухне вăл уйрăм çынсен пахчисенче тĕл пулать, çапах та ял хуçалăх производство кооперативĕсен çĕрĕ çине те куçма пултарать. Çак чире пула çĕр улмин тухăçĕ тÿрех чакса каять, çавăнпа та алă усса лармалла мар, нематодăна хирĕç кĕрешмелле. Урăх регионсенчен ял хуçалăх продукцине, вăрлăха турттарса килнĕ чухне унăн докуменчĕсене (çав шутра карантин сертификатне те) яланах тĕрĕслемеллине аса илтерчĕ Зоя Васильевна.

ЧР Россельхознадзор управленийĕн чикĕри ветеринари тĕрĕслевĕн уйрăмĕн начальникĕ Н.А.Емельянова выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен хÿтĕлесси пирки калаçрĕ, сыснасен африка чуми çине уйрăм тимлĕх уйăрчĕ. Çавăн пекех хуçасăр йытăсен ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ вăл, çак чăрмава вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен татса памаллине палăртрĕ.

Патшалăх çĕр надзор уйрăмĕн начальникĕн çумĕ Н.В.Воронова çĕр законодательстви епле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ. Çак уйрăмăн тĕп тĕллевĕ — çĕрĕн пулăхлăхне, пахалăхне упраса хăварасси, çакна тума вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те явăçтарасси. Пуçтарăннисем çÿп-çап пăрахмалли вырăнсене йĕркене кĕртессине, тавралăха тасатассине уйрăмах хĕрÿллĕн сÿтсе яврĕç, çак ыйтăва татса памалли мелсене тишкерчĕç.

Канашлу вĕçĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче иртнĕ отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухрĕç, кăтартусемпе район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин паллаштарчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика